1. Чăваш чĕлхи мĕнле чĕлхесен йышне кĕрет?
- финн чĕлхисен йышне
- тĕрĕк чĕлхисен йышне
- монгол чĕлхисен йышне
- славян чĕлхисен йышне
2. Пĕр тымартан пулса кайнă сăмахсене мĕнле калаççĕ?
- тăван чĕлхесем
- хурăнташ чĕлхесем
- пĕр тымарлă чĕлхесем
- çывăх чĕлхесем
3. Мĕн вăл историзм?
- халь усă куракан сăмахсем
- пурте пĕлекен сăмахсем
- ĕлĕк каçарура усă курнă,халĕ манăçа тухнă япала ячĕсем
- истори кĕнекисенчи мĕн пур сăмахсем
4. Чăваш алфавитĕнче пурĕ:
- 17 уçă,20 хупă сасă
- 13 уçă, 22 хупă сасă
- 11 уçă, 22 хупă сасă
- 13 уçă, 24 хупă сасă
5. Тĕрĕк халăхĕсем шутне пурĕ миçе халăх кĕрет?
- 27 халăх
- 24 халăх
- 23 халăх
- 26 халăх
6. Мĕн вăл грамматика?
- синтаксиспа лексика
- лексикăпа морфологи
- фонетикăпа графика
- морфологипе синтаксис
7. Ача-пăча калаçни пахчара ян-ян каять. Ку предложени:
|
|
- хутсăр
- пăхăнуллă хутлă
- сыпăнуллă хутлă
- союзсăр хутлă
8. Çак предложенин хăш схеми тĕрĕс?
1
2.
Çуркунне çывхарса килнине туйма пулать:сăртсем çинче юр ирĕлни курăнать,таçта аякра тÿпе кăвакарни палăрать.
9. Атăл çи Пăлхар патшалăх гербĕ:
- пулă-шыв хуçи,шыв хăвачĕ.
- кашкăр-уй хуçи, çут çанталăка тасалăхра тытакан вăй.
- упа-вăрман хуçи, чăвашăн чи пысăк хăвачĕ.
- бар-кушак йăхĕ, сассăр çÿрекен, никамран та хăраман ирĕклĕ хăват.
10. Мĕн вăл сингармонизм?
- предложенири сăмахсен килĕшĕвĕ.
- сăмахри сасăсен килĕшĕвĕ
- сăмахри сасăсен пĕрпекленĕвĕ
- сăмахри сасăсем тухса укни
11. Хунчăкам тесе кама калаççĕ?
- упăшкан шăллĕне
- арăмăн пиччĕшне
- арăмăн шăллĕне
- упăшкан пиччĕшне
12. Çак сăвă йĕркисем камăн?
Кам-ха, кам çак халăха пĕлет:
Вăл çĕр-пин сăмахпала пуплет.
Çĕр-пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,
Çĕр-пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет…
- Яков Ухсайăн
- Петĕр Хусанкайăн
- Çеçпĕл Мишшин
- Митта Ваçлейĕн
13. Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕн авторĕсем:
- Илле Тукташ, Г.Лебедев.
- В.Урташ, Ф.Лукин.
- П.Хусанкай, Г.Хирбю.
- Н.Ваçанкка, А.ОрловШуçăм.
14. Иван ЯковлевичЯковлев хăçан тата ăçта çуралнă?
- 1868 çулта, Тутарстанăн Аксу районĕнчи Çĕнĕ Усел ялĕнче.
- 1848 çулта,Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Саплăк ялĕнче
|
|
- 1849 çулта,Тутарстанăн Пăва районĕнчи Рункă ялĕнче
- 1848 çулта,Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче
15. Шухăш тĕшши тесе мĕне калаççĕ?
- шухăш тăрăх предложенири тĕп ыйту çине хуравлакан сăмаха
- предложенири ытти сăмахсене пăхăнман тĕп члена
- япала ятне ăнлантаракан кĕçĕн члена
- пĕр ыйтурах тăрса предложенире пĕр сăмахпах çыхăнакан члена
16. П.Н.Осипов çырнă трилоги хăшĕ?
- «Кăра çилсем»
- «Сĕве Атăла юхса кĕрет»
- «Элкей таврашĕ»
- «Айтар»
17. «Салампире» усă курнă çак йĕркесенчен хăшĕ хайлав шухăшне уçса парать?
- «Хĕр ĕмĕрĕ - хăналăх, арăм ĕмĕрĕ – яланлăх».
- «Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн»
- «Юратса кĕтме пĕлекенсем,шанчăка çухатманнисем - телейлĕ!»
- «Чыса çамрăкран упра»
18. А.Артемьев çырнă «Симĕс ылтăн» хайлава мĕнпе повесть теççĕ?
- Автобиографилле повесть
- Историлле повесть
- Психологилле повесть
- Приключенилле повесть
19. «Ягуар» калава кам çырнă?
- А.Кипеч
- М.Кипек
- Л.Агаков.
- В.Туркай
20. 1822 çултаН.Я.Бичурин Вырăс патшалăхĕн столицине Петербурга таврăннă, анчах ăна тĕн сучĕпе айăпланă, утрав çине ссылкăна янă.Мĕншĕн?
- Тĕн йăлийĕркисене пăснă тесе айăпланă
- Тĕн ĕçĕпе ĕçлемесĕр пурăннă тесе айăпланă
- Чиркÿ пурлăхне сутнă тесе
- Тăван çĕр-шыва сутнă тесе
21. В.Алентей повеçе мĕншĕн «Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» тесе ят панă?
- Хырсем Гриша Антоновăн палăкĕ вырăнне шутланаççĕ
- Çамрăкла вилнĕ паттăрсем нихăçан та ватăлмаççĕ,ĕмĕрех çамрăк тăраççĕ.
- Икĕ хуравĕ те тĕрĕс мар
- Икĕ хуравĕ те тĕрĕс
22. Мĕн вăл романтизм?
- Литературăпа ÿнер юхăмĕ; унăн тĕллевĕ - пурнăçа пур май таран тулли те тĕрĕс сăнласси
- 19-мĕш ĕмĕрти литература юхăмĕ;вăл расна йышши вăйлă характерсене сайра тĕл пулакан ларутăрура сăнлать
- 19-20-мĕш ĕмĕрсенчи реализм традицийĕсене татнă юхăмсен пĕрлехи ячĕ
23. Чăваш литературинчи эрех сиенĕ çинчен сăнлакан хайлавсем:
- Марфа Трубина «Хăнаран», Б.Чиндыков «Аçу»
- Марфа Трубина «Асăнмалăх,савăнмалăх», Л.Агаков «Салтак ачисем»
- Илпек Микулайĕ «Госпитальте», Исаев Мĕтри «Лисук чăптаçă»
- Н.Мăранькка «Ĕмĕр сакки сарлака», А.Артемьев «Салампи»
24. Союзсăр хутлă предложенири хутсăр предложенисене пĕр-пĕринпе мĕн çыхăнтарать?
- интонаци пĕрлĕхĕ
- пайсен вырăн йĕрки
- аффикс
- хыç сăмах
25. Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен»çак йĕркесене кам каланă?
- Çеçпĕл Мишши
- Петĕр Хусанкай
- Константин Иванов
- Яков Ухсай
26. Хăш ваттисен сăмахĕнче хыç сăмах пур?
- Хитре çеçкен кунĕ кĕске.
- Пĕччен йывăçа çил ытларах тустарать.
- Хурамана çамрăк чух аваççĕ.
- Вăрман киле пушă ямасть.
27. Сыпăнуллă союзсен мĕнле ушкăнсем пур?
- çыхăнтару,пĕрлештеру, уйăру.
- сыпăнтару, хирĕçлев,уйăру.
- пĕрлештеру,хирĕçлев,уйăру.
- çыхăнтару, пĕрлештеру,хирĕçлев.
28. Чăваш чĕлхинче сыпăк тĕвви мĕнрен килет?
- хупă сасăран
- уçă сасăран
- юнашар тăракан икĕ хупă сасăран
- юнашар тăракан икĕ уçă сасăран
29. Мĕн вăл морфологи?
- чĕлхе наукин пуплев пайсем, грамматика пĕлтерĕшĕ, грамматика формисемпе категорийĕсем çинчен вĕрентекен пайĕ.
|
|
- сăмахсене сасăсемпе пусăм тĕлĕшĕнчен тĕрĕс калама вĕрентекен чĕлхе наукин пайĕ.
- уйрăлми тачă çыхăннă сăмах майлашăвĕсем çинчен вĕрентекен пай.
- пуплев епле йĕркеленнине тĕпчекен грамматика пайĕ.
30. Хăш паллă çыравçăсем Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ?
- В.Элпи, М.Федоров.
- Трубина Мархви, К.Иванов.
- М.Волкова, Çеçпĕл Мишши.
- Р.Сарпи, Юхма Мишши.
31. Çеçпĕл Мишши пурнăçĕ çинчен Украинăра камсем кĕнеке çырнă?
- Ю.Збанайкий, П.Чичканов.
- Павло Тычина,Ф.Покрышень.
- Н.Рубис,С.Репьях.
- Павло Тычина,Н.Рубис.
32. Чăвашла кинокартинăсем укерес ĕçе кам пуçарса янă?
- Ф.П.Павлов.
- И.С.МаксимовКошкинский.
- П.Н.Осипов
- Исаев Мĕтри
33. Сăпатлантару тесе мĕне калаççĕ?
- пĕр ăнлав вырăнне тепĕр ăнлава тулашри е шалти çыхăнăвне кура калани.
- çынна е пулăма ячĕпе калас вырăнне урăх сăмахсемпе калани.
- çут çанталăк пулăмĕсене, япаласемпе ăнлавсене чунлă, чĕрĕ чун пек туса кăтартни.
- пĕрпĕр япалана,пулăма витĕмлĕрех кăтартма ăна урăх япала е пулăм пек ытарлăн сăнлани.
34. Мĕн вăл аллитераци?
- юнашар тăракан хупă сасăсем пĕрпекленни
- хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни
- уçă сасăсен янăравлăхĕ
- хупă сасăсен янăравлăхĕ.
35. Халăх сăмахлăхĕнче тата илемлĕ литературăра этем пурнăçĕн пусине çут çанталăкри пулăмсемпе ытарлă кăтартнине мĕн теççĕ? (тĕслĕх, юман-атте, хăва-хĕр…)
- танлаштарни
- антитеза
- эпитет
- символ
36. К.В.Иванов чаплă «Нарспи» поэмине мĕнле сăвă виçипе çырнă?
- силлабика
- силлабо-тоника
- тоника
- пĕри те тĕрĕс мар
37. Мĕн вăл урок?
- класа йĕркелени
- вĕренÿ ĕçĕн тĕп форми
- вăйă
- пĕри те тĕрĕс мар
|
|
38. Икĕ сыпăклă сăвă виçисен ятне палăртăр:
- дактиль
- амфибрахи
- ямб
- анапест
39. Хăйĕн ĕçĕсенче чăваш чĕлхин фонетикипе морфологине тата синтаксисне тĕплĕн те туллин çутатса паракан, тĕнчипе паллă 17 томлă словарь авторĕ:
- Н.И.Золотницкий
- Н.И.Ашмарин.
- С.П.Горский
- В.Г.Егоров.